Ирхине хӗвел вӑраниччен
Кӗтӳсем хире кӑлариччен
Вӑратать мана шӑллӑм Ваҫҫа
Ыйхӑ чӑпти эсӗ тет вӑрҫса
Ирех вӑратӑп терӗн мана
Пулла кайапӑр Ҫарӑмсана
Эпӗ чаврӑм пӗр банкӑ ӑман
Пичче эсӗ халӗ те тӑман
Ҫуран урапасем утланса
Вӗҫтеретпӗр пит хыпаланса
Тӗлӗрнӗ йытсене вӑратса
Ҫул ҫинчи хурсене хӑратса
Ирхи нӳрпе пит уҫӑлтарса
Халхасенче ҫил шӑхартарса
Сӑртран анатпӑр кӗпер ҫине
Вырнаҫатпӑр ҫырма кукрине
Хӗвеле ыйхӑран тӑратса
Автансем юрлаҫҫӗ шӑратса
Тӗтрепе пӗркеннӗ Ҫарӑмсан
Ҫӳҫеннӗ ыйхаран вӑрансан
Шыв хӗрринчин кӑтра хурама
Пустараннӑ ҫӳҫне турама
Пӗвӗпе тайӑлнӑ авӑра
Хайӗн сӑнне курасшӑн шывра